Сиккассинчи Шпаков хресчен-фермер хуçалăхĕнче купăста лартма тухнă. Олег Васильевич пахча-çимĕçĕн ултă тĕрлĕ сорчĕпе ĕçлет. Вĕсенчен пĕр йышшине — тăварлама, теприсене вара хĕллехи управа хума меллĕ пулĕ.
Купăста уйĕсем Канаш тăрăхĕнче кăçал 10 гектар йышăнĕç. Калчасене фермер хуçалăхĕнче ятарлă агрегатпа лартаççĕ. Карусель евĕр механизма вĕсене хурса кăна ĕлкĕр. Купăста лартасси, паллах, пĕччен-иккĕн тумалли ĕç мар. Олег Васильевича çак яваплă ĕçе кĕске вăхăтра туса ирттерме ял халăхĕ туслă йышпа тухса пулăшать.
Енчен те ытти çулсенче купăста анисем Сиккасси сали çывăхĕнче вырнаçнă пулнă пулсан, кăçал пахча-çимĕçе Яманкасси ялĕ енне куçарнă. Сăлтавĕ — çĕр пĕрешкел типсе пыманни. Малтан купăстапа ăнăçлă ĕçленĕ лаптăксем кăçал халĕ те нÿртен тасалман. Шурлăхлă çĕр çинче техника пута-пута ларĕ, çăрăлнă ана вара кайран чул евĕрех хытса ларас хăрушлăх та пур.
Кăçал илемлĕ купăста анисемпе пысăк хăвăртлăхлă «М-12» трассăпа çула тухнă Раççей çыннисем курса киленме пултарĕç. Паха пахча-çимĕçе туянас текенсем валли вара кăшт маларах вырнаçнă развязкăпа «А-151» çул çине тухса Сиккассине кĕрсе тухма майĕ те пур.