Канаш тăрăхĕнче тепĕр пысăк объект çĕкленет. Янкăлч салинче çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне çĕнĕ шкул уçăлмалла. Шкул çумĕнче ача сачĕ те пăхса хăварнă. Ăна валли проектпа уйрăм пристрой çĕкленĕ.
Авăн уйăхĕччен вăхăт нумаях юлмарĕ. Çавăнпа строительство ĕçĕ кашни лаптăкрах хĕрÿ пырать. Вĕсене строительство объектĕнче ĕçлĕ çул-çÿ-ревпе пулнă регионти вĕренÿ министрĕ Дмитрий Захаров та пысăк хак панă.
Пĕлме, авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче çĕнĕ шкулта 160 ача парттăсем хушшине ларĕ.