«Раççей шывĕ» экологи акцийĕ Канаш тăрăхĕнче малалла пырать. Вырăнти юхан шывпа кÿлĕсен çыранĕсене тасатма хальхинче Хучель тăрăхĕнче пурăнакансем тухнă. Вĕсем пысăк михĕсем йăтса Хучель, Микушка тата Алешево ялĕсене çитнĕ.
Тăван çут çанталăк тасалăхĕшĕн чун-чĕрепе çунакансем шывра тата ун таврашĕнче выртакан пластик тата кантăк савăтсене пуçтарнă, çилпе вĕçсе килнĕ полиэтилен пакетсене миххе чикнĕ. Çÿп-çап тата тĕрлĕрен ăпăр тапăр куçа тăрăнман чухне çут çанталăкри кану та кăмăллăрах, эппин, вĕсене хамăр хыççăн пăрахса хăварар мар.