Четверг, 10 октября, 2024
Главная > Публикации > Çĕнĕ оборудовани ĕçре пулăшать

Çĕнĕ оборудовани ĕçре пулăшать

Шăхасан салинче «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе çĕнĕ поликлиника çурчĕ тăваççĕ. Ĕçсене пĕрремĕшле медицина пулăшăвĕ кÿмелли стандартсене шута илсе пурнăçлаççĕ. Кунта пысăк пахалăхлă пулăшу кÿме çĕнĕ йышши хатĕр-хĕтĕрсем те пулĕç.

Врач-офтальмолог кабинечĕ валли те çĕнĕ йышши оборудовани туянма планлаççĕ, çав шутра офтальмологи инструменчĕсем валли ятарлă сĕтел, паллăсен проекторĕ.

Канашри тĕп район больницинче 2022 çулта çĕнĕ врач-офтальмолог Игорь Сизов ĕçлеме пикеннĕ. Вăл «Земство тухтăрĕ» программăпа ĕçе килнĕ. Çамрăк тухтăр çĕнĕ оборудованин лайăх енĕсем çинчен каласа пачĕ:

«Амбулатори звенинче пахалăхлă тата вăхăтра пурнăçланă диагностика пысăк вырăн йышăнать. Паллăсен проекторĕ пациентсен куç çивĕчлĕхне, рефракци пăсăлнине палăртма пулăшать. Çакă комплекслă сиплев кирлĕ патологисене тупма май парать. Паллăсен проекторĕ экран çине символсене кирлĕ йĕркепе кăтартать, вĕсене пациент мĕнле курни куç çивĕчлĕхĕ йĕркеллĕ е çитменлĕхсемлĕ пулнине палăртма пулăшать. Вăл пулăшнипе çавăн пекех астигматизма, дальтонизма, çын тĕссене тĕрĕс мар курнине, аякрине курма кирлĕ оптика коррекцийĕн шайне палăртатпăр. Офтальмологи инструменчĕсен сĕтелĕ врачшăн та, пациентшăн та лайăх условисем туса парать. Электроприводлă приборсен сĕтелне пĕр хусканупах хута яма, унăн çÿллĕшне кашни пациент валли йĕркелеме пулать. Палăртмалла: çĕнĕ йышши оборудовани туянсан медицина пулăшăвĕн шайĕ çеç мар, йышăнакан пациентсен шучĕ те ÿсет».

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *