Четверг, 3 октября, 2024
Главная > Публикации > Пĕр шухăшлă пулса пулăшаççĕ

Пĕр шухăшлă пулса пулăшаççĕ

Ямаш тăрăхне кĕрекен ялсенче пурăнакансем яланах пĕр шухăшлă пулнипе палăрса тăнă. Курск облаçне инкек пырса çапсан ямашсем каллех туслă йыша чăмăртаннă. Кĕске вăхăтра пилĕк ялпа утмăл пин тенке яхăн укçа пуçтарнă. Укçана ятарлă таварсем туяннă çĕре янă.

Унсăр пуçне ялти лавккасенче «Ырăлăх карçинккисем» те вырнаçтарнă. Унта кашниех шыв, апат-çимĕç, тăхăнмалли тум тата гигиена хатĕрĕ туянса хума пултарать.

Ямаш тăрăхĕнче пурăнакан пĕчĕк Тимур та айккинче юлман, пухса пынă укçинчен 300 тенкине Курск çыннисем валли куçарса панă.

Патриот тени, чăн та, ачаранах палăрать. Эппин, эпир те, аслисем, йывăрлăха лекнĕ хамăр çĕршыв çыннисене пĕрле тĕрлĕ енлĕ пулăшар.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *