Четверг, 3 октября, 2024
Главная > Культура > Культура çурчĕсем çĕнелеççĕ

Культура çурчĕсем çĕнелеççĕ

Чăваш Республикин культура министрĕ Светлана Каликова Канаш енре ĕçлĕ çул çÿревпе пулнă. Чи малтанах вăл Çеçпĕл ялĕнчи кăвар чĕреллĕ поэтăмăрăн мемориал комплексĕпе паллашнă. Унта хальхи вăхăтра юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Строительсем Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ паркра тротуар плитки сараççĕ. Кĕçех унта саксем тата çÿп-çап еçĕкĕсем вырнаçтарĕç.

Çеçпĕл ялĕнче çитес вăхăтра вырăнти культура çурчĕ те юсав хыççăн çĕнелмелле. Муниципалитет укçипе маларах çурт тăррине улăштарнă тата вулавăш пÿлĕмне юсаса йĕркене кĕртнĕ.

Мăкăр ялĕнчи клубра вара юсав ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Культура учрежденине çак уйăх вĕçĕнче хута яма палăртаççĕ. Тĕплĕ юсав валли бюджетран 11 миллион ытла тенкĕ укçа уйăрнă пулнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *