Пятница, 4 октября, 2024
Главная > Публикации > Хăйсен граждан позицине туллин пурнăçланă

Хăйсен граждан позицине туллин пурнăçланă

Канаш тăрăхĕнче авăн уйăхĕн 6-мĕшĕнчен пуçласа 8-мĕшĕччен сасăлав тапхăрĕ иртнĕ. Çынсем виçĕ кун хушши депутатсен пухăвĕн депутачĕсене суйланă.

Канаш енре участоксенчи 59 суйлав комиссийĕ ĕçленĕ. Вĕсене пурне те видео-сăнав хатĕрĕсемпе тивĕçтернĕ.

Суйлав кашни участокрах штат режимĕпе иртнĕ. Унта хутшăнса хăйсен сассисене панă çынсен йышĕпе Канаш округĕ республикăра малтисен йышĕнче пулнă. Суйлавра çĕнтернĕ депутатсем тата Канаш тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Михайлов хăйсен граждан позицине туллин пурнăçланă ентешсене тав тăваççĕ. Малашне те çакăн пек пĕр шухăшлă пулса умри тĕллевсене туслă йышпа пурнăçа кĕртсе пыма чĕнсе калаççĕ. Тав сăмахĕсене суйлав комиссийĕнче ĕçлесе палăрнă хастарсемпе йĕрке хуралçисем те илтме тивĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *