Чÿк уйăхĕн 14-мĕшĕнче Çеçпĕл вăтам шкулĕнче кăвар чĕреллĕ поэтăмăр Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 125 çул çитнине халалланă шкул ачисен саккăрмĕш «Пирĕн Çеçпĕл» фестивалĕ иртнĕ. Уява 46 шкул ачипе чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен 27 преподаватель хутшăннӑ.
Уяв Ҫеҫпӗл вӑтам шкулӗн шкул ачисемпе вӗрентекенӗсем хатӗрленӗ литературӑпа музыка композицийӗпе уҫӑлнӑ.
«Пирĕн Çеçпĕл» фестиваль шайĕпе харăсах икĕ конкурс иртнĕ, «Çеçпĕл Мишшин сăввисене пăхмасăр илемлĕ калани» (5-11-мĕш класс ачисем, вĕрентекенсем хушшинче), «Чăваш поэчĕсен Çеçпĕл Мишшине халалланă сăввисене пăхмасăр илемлĕ калани (5-11-мĕш класс ачисем, вĕрентекенсем хушшинче).
Шкул ачисемпе вĕрентекенсем, кăвар чĕреллĕ поэтăмăр пултарулăхĕпе хавхаланнăскерсем, Çеçпĕл Мишшин сăввисене илемлĕ тата хавхалануллӑ вуланӑ.
Уяв ҫӳллӗ шайра иртнӗĕ Ҫеҫпӗл Мишши – яланах пирӗн чӗрере!