Иртнĕ ĕмĕр варринче вăтам шкулсен шучĕ чылаях пулман çав. Сиккассинче вăтам шкул уçăличчен пĕршенерсемпе вăрăмпуçсен _ Йĕпреç районĕнчи Хурамала, шелттемсемпе маяксен Каçала кутамкка йăтмалла пулнă. 1954 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче Пĕршенертен тăххăрăн, Вăрăмпуçĕнчен тăваттăн Сиккассинчи вăтам шкулта саккăрмĕш «В» класра вĕренме пуçларăмăр. Ытти ачасем Кивĕпе Çĕнĕ Шелттемсенчен, Кашкăр Çырмипе Маякранччĕ. Вуннăмĕш класра 10-мĕш «А» класран пирĕн класа Казакова Сильвăпа Зайцева Нина куçрĕç. Мĕншĕн _ сăлтавне ку тарана çитсе те пĕлеймерĕмĕр. Сăмах май каласан, Казакова Сильвăпа «Одноклассники» социаллă тытăмра паян кун та çыхăну тытатпăр. Вăл Мускав облаçĕнче пурăнать.
Эпĕ мĕн ачаран кĕнеке вулама юратнă. Сиккассинче вĕреннĕ чухне шкул библиотекине кăна мар, ял библиотекине те çырăннăчĕ. Библиотека клубра, йывăç çутра вырнаçнă клуб Вăрăм шывĕ хĕрринчи айлăмраччĕ.
Пĕррехинче библиотекăра тин кăна илнĕ кĕнекесене сĕтел хушшинче уçкаласа ларнă чухне хаçат подшивкине асăрхарăм. Хăш çулхиччĕ вăл _ ас тумастăп. Куç умне Сиккассинчи колхоз ĕçкинче ?ăна кĕркунне уй-хир ĕçĕсем вĕçленсен, авăн çапса пĕтерсен ирттеретчĕç/ пулса иртнĕ мыскарасем çинчен çырнă фельетон куç умне пулчĕ. Пĕрре вуласа тухрăм, тепре… Ун чухне пĕтĕм пурнăçа журналистикăпа çыхăнтарасси çинчен чухлама та пултарайман, çапах та сăмахăн илемлĕхне, витĕмлĕхне чĕрепе туйма пултарнă. Авторăн хушамачĕ Пайташчĕ.
Кам-ши вăл, Илле Пайташ; Çавна пĕлес текен туйăма эпĕ пĕтĕм пурнăç тăршшипе упрарăм.
Сиккассинчи вăтам шкултан вĕренсе тухнăранпа ?калама та хăрушă!/ 67 çул иртрĕ. Тайгара, Шупашкарти стройкăсенче ĕçлени, Хусанти университетра вĕренсе журналист профессине алла илни, тĕрлĕрен хаçат редакцийĕсенче, Чăвашрадиора тăрăшни, Шупашкарти Çамрăксен театрĕнчи студире артист ăсталăхне вĕренни паян кун та асăмра. Ыррине те, япăххине те курма тиврĕ пурнăçра. Пурне те чăтса ирттертĕм. Юратнă ывăлăм вăхăтсăр çĕре кĕнишĕн, чи çывăх çын киревсĕр ĕç тума пултарнишĕн кулянса илнĕ чĕре суранĕсем, вăхăт чылай иртрĕ пулин те, лăпланма пĕлмеççĕ… Çав вăхăтрах ача чухнех хам ума лартнă тĕллев _ Илле Пайташ çинчен тĕплĕнрех пĕлесси _ пĕрре те канăç памарĕ.
_ Ара, ун хĕрĕ Сиккасинчи вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет вĕт, Елена Ильинична Павлова, _ терĕ мана Сиккасинчи территори пайĕнче ?ĕлĕкхи ял Совечĕ/ тăрăшакан Ирина Андреева.
Кĕркуннехи каникул вăхăчĕ пулнипе коридорсенче пушă, ача-пăча шавĕ илтĕнмест. Вĕренекенсем предметлă консультацисенче лараççĕ, тĕрлĕ предметлă олимпиадăсене хатĕрленеççĕ. Спорт залĕ те пушă мар, унта çăмăл атлетика секцийĕ ĕçлет. Елена Ильиничнăпа пĕр пушă класс туп- рăмăр та сĕтел хушшине вырнаçса лартăмăр Пирĕн калаçăва сĕтел çине хунă пĕчĕк çеç диктофон тăрăшуллăн çырса пырать.
_ Елена Ильинична, аçун «Пайташ» псевдонимĕ мĕне пĕлтернĕ-ши;
_ Ку сăмах ют чĕлхерен килнĕ, икĕ пайран тăрать, «ылтăн пуç» ?ăслă çын ĕнтĕ/ тенине пĕлтерет, _ тетчĕ вăл пире. Те шÿтлесе калатчĕ ăна, те чăннипех сăмахăн пĕлтерĕшĕ ĕлĕкрех атте каланă пекех пулнă ?1982 çулта Мускаври «Русский язык» издательствăра кăларнă «Вырăсла-чăвашла словарьте» «пайташ» сăмаха вырăсла «соучастник», «сотоварищ» тесе куçарнă. _ Автор/.
_ Аçу, Илья Иванович, Сиккассинче çуралса ÿснĕ, аннÿ те ку ялсемех пулнă пулĕ;
_ Çук, пирĕн анне, Матрена Павловна, Çатăрка Çырминчен пулнă. Аттепе аннене Çатăркăран Сиккассине качча килнĕ хĕрарăм паллаштарнă. Атте-анне мар, çав хĕрарăм хăй каласа паратчĕ: «Аçуна аннĕрпе хам паллаштартăм», _ тесе. Аттесем çемьере иккĕн ÿснĕ, йăмăкĕ – Елена, вĕсен çичĕ ача, пурте пурăнаççĕ. Пĕри, Лидия Алексеевна Антонова, паян кун та шкулта кĕçĕн классенчи ачасене вĕрентет. Аттен ĕмĕрĕ вăрăмах пулман, 1920 çулхи июлĕн 29-мĕшĕнче çуралнă та 1981 çулта утмăл пĕррере çĕре кĕнĕ.
Эпир ача чухне вăл колхоз пахчинче хуралта тăратчĕ, бригадирта та ĕçленĕ. Çамрăк чухне республикăра тухса тăракан «Коммунизм ялавĕ» хаçат редакцийĕнче ĕçленине те каласа паратчĕ. Пĕрре «Сталин» сăмахра «т» вырăнне «р» саспалли кайнă та, çавăншăн такама ĕçрен кăларнине калатчĕ. «Çав çын хăв пулман-и;» _ тесен, _ «Çу-у-к, эпĕ ма-ар!» _ тетчĕ аллине сулсах. Вăл пĕрмаях темĕн çыратчĕ. «Мĕн çыратăн-ха;» _ тесе пырса пăхсан пире «ан кансĕрлесе çÿрĕр», _ тетчĕ. Анне вăрçатчĕ ăна: «Хут вараласа ларан!» _ тетчĕ.
Ун чухне вĕреннĕ çынсем çукрах пулнă пулас. Атте патне пенсие тухма хатĕрленекен ватăсем заявленисем, документсем шыраттармалли хутсем çыртарма пыратчĕç. Пĕрремĕш пенси илсен аттене киле килсех тав сăмахĕ- сем калатчĕç.
Пирĕн анне вунă ача çуратнă. Тă-
ватă ывăл та ултă хĕр. Эпĕ саккăрмĕш.
_ Пурте пурăнатăр-и;
_ Çук çав. Красноярскра пурăннă аппа, Римма, рак чирĕпе вилчĕ. Кĕçĕн классенчи ачасене вĕрентнĕ. Тепри, Коля, çамрăклах чукун çул çинче ĕçлетчĕ те, сунара кайсан сарăмсăр вилчĕ. Тепĕр шăллăм вилни çур çул çитрĕ. 1962 çулта çуралнăччĕ. Çиччĕн пурăнатпăр. Ялта иккĕн. Теп-ри Толя пичче, 1953 çулта çуралнă, тĕп килте пурăнать. Ыттисем тĕнче тăрăх саланса пĕтнĕ. Мускавра пур. Пĕри Одессăра пурăнатчĕ те, Шупашкара куçса килчĕ. Тепĕр аппа та Шупашкарта, çемьеллĕ. Тепĕр пичче Канашра. Пĕр аппа Тулăра пурăнать, çемьеллĕ, ача-пăчаллă.
Эпĕ хамăн пĕтĕм пурнăçа шкула пилленĕ тесен те йăнăш пулмасть пулĕ. Учитель стажĕ манăн 45 çула çывхарать. Малтан педучилищĕрен вĕренсе тухрăм, кайран _ Шупашкарта пединститутран.
_ Сирĕн ял пысăк, шкула ытти темиçе ялтан та çÿреççĕ. Ачасен шучĕ пысăк-и;
_ Çитмĕл çиччĕ. Классенче те ачасем сахал: чи нумаййи _ 12 ача, чи пĕчĕкки _ 10-мĕшпе 11-мĕш классенче _ икшер ача.
_ Эпир вĕреннĕ аллăмĕш çулсенче саккăрмĕш, тăххăрмĕш, вуннăмĕш классем кăна виçшер пулнă: А, Б, В. Кашни класра 20-шер ача. Сиккассинчи вăтам шкула сакăр ялтан çÿренĕ. Вырăс чĕлхипе литературăна вĕрентнĕ Абукин Марс Андреевичăн йăмăкĕ Валя Абукина Каçал тăрăхĕнчи Çĕнĕ Сĕнтĕртен çÿ- ретчĕ. Ку тăххăрмĕш ял.
_ Халĕ çамрăксем хулара хваттер туянаççĕ те пурăнма унта тухса каяççĕ. Хамăрăн учительница та, икĕ ача халĕ вĕсен, Шупашкарта хваттер илнĕ те унта каятпăр тет. Шупашкара, Канаша куçаççĕ çамрăксем. Çавăнпа ялти ачасен йышĕ çултан çул чакса пырать.
_ Пирĕн вăхăтри ачасен колхоз ĕçне те хутшăнма тÿр килнĕ…
_ Çапла, эпир çемйипех кăшман сайратма, кăларма, хăмла патне, çĕрулми кăларма каяттăмăр. Пире ачаранах ĕçе хăнăхтарнă. Аслă аппа каласа панине ас тăватăп: «Анне кăкăр ачине уя кÿмепе илсе тухатчĕ. Пире ача пăхтарнă, хăй ĕçлетчĕ». Килте шыв пулман вĕт-ха, ирхине тăрсан таçта тарасаран кайса ăснă. Пысăк хуранпа чей вĕретнĕ, икĕ флягăпа сивĕ шыв, пĕр фляга чей илсе тухаттăмăр уя. Анне чей курăкĕ пуçтарттаратчĕ. Сар çип ути ?зверобой/, шăмшак курăкĕ тата ытти курăка типĕтсе хатĕрлесе хунă. Çав чее тата сивĕ шыва флягăсемпе пиччесем бригадир хушнипе колхоз уйне колхозниксем ĕçленĕ çĕре илсе тухнă. Уншăн бригадир кăштах укçа хушса тÿленĕ ĕнтĕ. Анне ирсерен: «Айтăр, айтăр, ачасем, тăрăр, шыв кайса ăсмалла, чей вĕретмелле», _ тесе вăрататчĕ. Вăл вăхăтра пушарсем час-час пулатчĕç, çавăнпа асанне пире каçпа киле шыв ăсса килсе лартмасăр çывăрма выртмалла мар, тесе вĕрентнĕ.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче пÿрт лартма питĕ йывăр пулнă. Пура валли деловой йывăç çыртарма Канаша райĕçтăвкома кайни çинчен каласа паратчĕ анне. Пĕри тухать тет кабинетран, тепри… «Алă пусса пачĕ-и;» _ тесе ыйтаççĕ тет кусенчен. «Çук!» Аннен кĕме черет çитрĕ тет. «Мĕн ыйтупа;» «Ман вунă ача, çурт лартмалла, ачасене урайĕнчен кăна хăпартасчĕ», _ тесе каларăм тет. Заявлени çине пĕр сăмахсăр алă пусрĕ тет кабинет хуçи. Тухрăм тет çынсем черетре ларнă çĕре, пурте ыйтаççĕ, тет: «Мĕнле, алă пусрĕ-и;» «Пусрĕ». «Мĕнле апла, пире пусмарĕ-çке!» «Манăн вунă ача», _ терĕм тет анне. Пĕри те пĕр сăмах чĕнмерĕ тет.
Анне вăрçă пуçланнă çул Тăвай районĕнчи Эль кÿлли патĕнче шартлама сивĕре 17-18 çулхи хĕрсем окоп чавни çинчен каласа паратчĕ. Çăвăнма май пулманнипе çынсем пыйтăланса каятчĕç тет. Ĕç çав тери йывăр пулнипе çире пулнă хĕрарăмсен хырăм ÿкетчĕ тет. Çак нушана чăтаймасăр хăйсем çине алă хуни те пулнă тетчĕ. Тăн çитеймен çав анне каласа панисене хут çине çырса хума, ĕмĕр пурăнать тенĕ пуль. Кала-кала паратчĕ те тепĕр чухне, «ай, анне, кăна çĕр хут каласа панă, урăх каласа ан пар-ха, чĕрене ан ыраттар», _ теттĕмĕр.
Пирĕн ялта Мухина Маня аппа пурăнать, Мухина Мария Ивановна. Больницăра санитаркăра ĕçленĕ. Тăхăр вун тăххăрта-ши вăл; Паянхи кун та ăс-тăнпа. Хĕрĕпе, ывăлĕпе, кинĕпе пурăнаççĕ. Хăйне окопсем чавнă çĕре хутшăнма тÿр килмен пулин те унăн аса илмелли нумай. Шкултан ун патне ачасене Лидия Алексеевна Антонова илсе кайнăччĕ, ветеранăн аса илĕвĕсене ачасем видеопа ÿкерсе илнĕ тетчĕç.
Çав урамрах 92 çулхи Анна Ивановна Шпакова патне кĕрсе тухма пулать. Больницăра медсестрара ĕçленĕ. Унăн та аса илсе каласа памалли нумай.
_ Елена Ильинична, нумай çул каялла Сиккасси шкулĕ кунтан вĕренсе тухнă выпускниксене тĕл пулăва йыхравларĕ. Эпĕ те кил- нĕччĕ кунта. Тĕлпулăва пире хими предметне вĕрентнĕ учительница Елизавета Кирилловна та Шупашкар районĕнчен килнĕччĕ. Суранов Николай Кузьмич ун чухне питĕ патварччĕ. Пĕрле сăн та ÿкерттер- тĕмĕр. Юлашкинчен пурте пĕрле кар тăрса асăну паркĕ тăвас тесе шкула килекен çулăн айккипе питĕ нумай çăка лартрăмăр. Пурăнаççĕ-ши çав çăкасем;
_ Ку тĕлпулу 1987 çулта шкул юбилейĕ чухне пулса иртнĕччĕ. Шкул директорĕ Углева Людмила Петровначчĕ. Çав чылай ÿснĕ çăкасене ку йывăçсем электричесво пралукĕсене перĕнеççĕ тесе электриксем кастарчĕç.
Чылайччен калаçса лартăмăр пушă класра. Калаçмалли сăмахĕ те тупăнсах пычĕ. Сиккассинчен таврăнсан темиçе кунтан Канашри хула архивне çул тытрăм. Унтан икĕ хутчен Шупашкара Кĕнеке палатине кайма тиврĕ. 1940 çултан пуçласа 1957 çулсенчи «Коммунизмшăн» хаçатăн подшивкисенче Илле Иванов ?Пайташ/ çырнă статьясене, кĕске информацисене шырарăм. Тупнисене фотоаппаратпа ÿкере-ÿкере илтĕм. Вĕсене вуласан автор вăхăтпа пĕр тан утни, ялти, колхозри çитменлĕхсем ун чунне ыраттарни сисĕнет. Çитĕнÿ пулсан, вăл çавăн çинчен çийĕнчех вулакансене пĕлтерет.
Акă автор «Лăпланса ларнă» ятлă заметкăра Сиккассинче халăха «2-мĕш вăрçă заемне» çырăнтарас ĕçсем мĕнле пыни çинчен тĕплĕн каласа парать. «Агитаторсемпе уполномоченнăйсем заем сарас ĕçе колхозниксем хушшинче анлăн сарса ячĕç. Вĕсем пурĕ 209460 тенкĕлĕх сарса 180750 тенкĕ çийĕнчех пухса пачĕç. Çапла вара 28890 тенкĕ пухăнмасăр юлчĕ. …Уполномоченнăйсенчен А. Краснова 5928 тенкĕ, А. Юрина 4029 тенкĕ, А. Тяммизинкина 3594 тенкĕ, О. Митюрова 5675 тенкĕ пухмасăр хăварнă. Вĕсем заем укçине пухас ĕç хăй тĕллĕн пулса пырасса шанса лăпланса ларнă»…
«Сиккасси больницинче» тĕрлен- чĕкре Илле Пайташ сывлăх учрежденийĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен ăшă сăмахсемпе çырса кăтартать. «Больницăн заведующийĕ врач Татьяна Сергеевна Воробьева юлташ медицина енĕпе ĕçлеме тытăнни нумаях пулмасть. Апла пулин те вăл пуян опытлă, пысăк авторитетлă врач пулса тăрать. Ун патне таврари ялсенче пурăнакансем çеç мар, кÿршĕри районсенче, çавăн пекех кÿршĕри республикăсенче пурăнакансем те сывалма çÿреççĕ». Малалла автор вăрçăран аманса таврăннă инвалидсем кунта тивĕçлĕ пулăшу илни, больница заведующине Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕ Хисеп грамоти парса наградăлани, больницăра куç чирĕпе ĕçлекен И. Киров хăй ĕçлеме пуçланăранпа çĕршер çынна суккăр пулас- ран хăтарни, больницăра ĕçлекен Степанова, Васильева, Максимова, Алексеева, Герасимова тата Бабанова юлташсем хăйсен ĕçĕсене кăтартуллăн пурнăçласа пыни çинчен тĕплĕн каласа парать. «Йывăр чирлисене выртма больницăра 6 палата пур, _ тет автор. _ Палатăсем çутă, таса, илемлĕ». Хăйĕн тĕрленчĕкне вĕçленĕ май автор больницăн хушма хуçалăхĕнчи ĕçсемпе паллаштарать: «5 гектар çинчи ырашпа çурхи тырăсене ăнăçлă пуçтарса кĕртрĕ, 2 гектар çинчи çĕрулмине те сентябрь уйăхĕн малтанхи кунĕсенчех кăларса пĕтерчĕ. Кухня валли 2 центнер хăяр тăварласа лартнă, çак кунсенчех купăста тăварлама тытăнаççĕ. Пахча-çимĕç хума икĕ путвал çĕнĕрен чавнă. Больницăн 2 лаша, ĕне, сурăхсем пур. Вĕсене хĕл каçарма выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрленĕ».
Илле Пайташăн статйисемпе тĕрленчĕкĕсене темĕн чухлех илсе кăтартма пулать. Хамăн ача чухнех лартнă тĕллеве пурнăçларăм теме пулать. Çакă кулянтарать: ытла кĕске пулнă çыравçăн ĕмĕрĕ. Тата тепĕр япала канăç памасть: хаçат подшивкисенче Илле Пайташ фельетонне тупаймарăм. Васкаса шыранипе сиктерсе хăвартăм пулĕ, тетĕп. Май килнĕ вăхăтра ятарласа Шупашкара кайма тивет.
Василий ЛАПИН
Сăн ÿкерчĕксем
Елена Павлова архивĕнчен