Республикăра Экологи çулталăкне пĕтĕмлетнĕ. Тĕллевлĕ çулталăка халалласа икĕ пин ытла эко-мероприяти йĕркеленĕ пулнă, вĕсене виççĕр пине яхăн çын хутшăннă. Çак кăтарту иртнĕ çулхипе танлаштарсан виçĕ хут пысăкрах.
Экологи çулталăкне хупнă май çут çанталăк илемне упраса хăварассипе çине тăрса ĕçленĕ хастарсене те палăртса хăварнă. Канаш лесничестви «Чăваш Енĕн чи лайăх лесничестви» номинацире иккĕмĕш вырăн йышăннă.