Ял халăхĕпе килĕштерсе, туслă пурăннинчен ырри нимĕн те çук. Вĕсене тачă çыхăнура тăма, пĕр-пĕрин патне килсе кайса çÿреме, паллах, чăн малтанах лайăх та тикĕс çул кирлĕ.
Шăпах çакна шута илсе Мăкăр ялĕнче Çĕн ял урамĕпе Тури урамĕнче пурăнакансем çак икĕ урама пĕрлештерекен кĕпере юсаса çĕнетме шут тытрĕç. Çак ĕçе Çĕнĕ çул уявĕн вăрăм кану кунĕ- сенче туса ирттерчĕç.
Кивелнĕ пĕренисене, карлăкĕ- сене тата хăмисене çирĕпписем çине улăштарчĕç. Çак пĕлтерĕшлĕ ĕçе Çĕн ял урамĕпе Тури урамĕнче пурăнакан яшсемпе ватăсем туслă йышпа тухса хаваспах хутшăнчĕç.
Асăннă урамсенче пурăнакан çынсем çак кĕпер икĕ урамшăн та питĕ пĕлтерĕшлине аван ăнланаççĕ, çавăнпа та юсав ĕçĕсене яланах вăхăтра тата хăйсемех пурнăçласа пыраççĕ.


Чăнах та, хатĕр ĕçе пăхма кăмăллă. Кĕпере çĕнĕ сăн парнелекенсене Галина Илларионова, Любовь Кузьмина, Елизавета Александрова тата Елена Филиппова техĕмлĕ чейпе тата вĕри кукăльпа сăйларĕç.
Ял нушине ăнланса пĕрмаях тĕрлĕ ĕçе хастар хутшăнакансене пысăк ТАВ!
Вероника ИВАНОВА