Кăшнаруй тăрăхĕнчи «Кĕмĕл» волонтерсем ятарлă çар опреацийĕнче тăшмана хирĕç тăракан салтаксене пулăшас тĕлĕшпе курăмлă ĕç тăваççĕ.
Вĕсем СВО пуçлансанах «Хамрăннисене пăрахмастпăр» ятпа ушкăн йĕркеленĕ. Унта çÿрекенсем, çак тапхăрта, техникăна тăшман куçĕнчен хÿтĕлеме пулăшакан 200 тетел çыхнă, тата шлем çине тăхăнтармалли 150 хатĕр ăсталанă.
Тĕрĕс çыхса ăсталанă тетел хаклă çар техникипе пĕрлех пирĕн салтаксен пурнăçне те сыхласа хăварма пултарнине пархатарлă ĕçе хутшăнакансем лайăх ăнланаççĕ. Çавăнпа Кăшнаруйĕнче фронта пулăшас тĕлĕшпе пуçарнă ĕç самантлăха та чарăнмасть.