Пятница, 18 июля, 2025
Главная > Публикации > Кăшарни çывхарать

Кăшарни çывхарать

Кăшарни çитет. Кăçал Чăваш Енре шыва кĕмелли 118 вырăн хатĕрлеме палăртнă. Вĕсенчен 96-шĕ чиркÿсен çывăхĕнче пулĕ, 22-шĕ _ пăрпа витĕннĕ юхан шывсемпе кÿлĕсем çинче.

Шыва кĕмелли вырăнсен таврашĕнче трапсем тăвĕç, ăшă палаткăсем вырнаçтарĕç. Унта çавăн пекех вĕри чейпе тата кукăльпа сăйланма та май пулĕ. Çăлавçăсем çанталăк ăшă тăнăран кăçал пăр хулăнăшĕ уйрăмах çÿхе пулнине палăртаççĕ. Çавăнпа та специалистсем хăрушсăрлăх тĕп вырăнта пулмаллине асăрхаттараççĕ.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *