Вĕренÿре лайăх ĕлкерсе пыракан хастарсене кашни шкулта тенĕ пекех тĕрлĕ енлĕ хавхалантарма тăрăшаççĕ. Канашри 3-мĕш шкул, сăмахран, Пĕрремĕшсен туслă ушкăнне Мускава экскурсие янă.
Çамрăксем Татьяна Навка хатĕр-ленĕ «Щелкунчик» шоупа паллашнă. Вăл куракансене Çĕнĕ çул уявĕ умĕнхи асамлăх туйăмĕ парнеленĕ. Унтан канашсем ГУМри уяв ярмăрккине çитсе курнă, тăванĕсемпе çывăх тусĕ-сем валли асăнмалăх Çĕнĕ çул парнисем туяннă. Тĕп хуларан кашни тулли кăмăлпа таврăннă.