Вторник, 8 июля, 2025
Главная > Публикации > Пушă вăхăта усăллă ирттереççĕ

Пушă вăхăта усăллă ирттереççĕ

Ял-салара, шкул ачисемпе çамрăксен пушă вăхăтне интереслĕ тата усăллă ирттерес тĕлĕшпе, культура ĕçченĕсем пысăк тÿпе хываççĕ. Вĕсем тĕрлĕрен массăллă мероприятисем йĕркелесе ирттереççĕ, çул çитменнисене спорт вăййисене те хастар явăçтарма тăрăшаççĕ.

Мăкăр ялĕн çамрăкĕсем, сăмахран, сĕтелçи теннис тата шашка вăййсене уйрăмах кăмăллаççĕ. Хĕллехи канмалли кунсенче клуба ташă каçне кăна тухмаççĕ, унтах спортри хăйсен ăсталăхне те хаваспах туптаса аталантараççĕ. Тĕрлĕ шайри ăмăртуран кайран курăмлă çитĕнÿсемпе таврăнаççĕ.

Вероника ИВАНОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *