Среда, 30 апреля, 2025
Главная > Публикации > Пĕлтерĕшлĕ чылай  ыйтăва сÿтсе явнă

Пĕлтерĕшлĕ чылай  ыйтăва сÿтсе явнă

Юнкун Канаш тăрăхĕнче пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Информушкăн хастарĕсем çынсемпе тĕл пулса яланхиллех пĕлтерĕш- лĕ чылай ыйтăва сÿтсе явнă.

Ултавçăсем ĕçлемесĕр пуяс тĕлĕшпе çĕнĕрен те çĕнĕ меслет шыраса тупаççĕ. Çавна май шар куракансен йышĕ çулран-çул ÿссех пырать. Çак çивĕч ытйăва тĕл пулу вăхăтĕнче специалистсем ахальтен мар пысăк тимлĕх уйăрнă. Ултавçăсен серепине çакланас мар тесессĕн вĕсем панă сĕнÿ-канаша çирĕп пăхăнма ыйтнă.

Информаци кунĕнче çавăн пекех коммуналлă пулăшусен тарифĕсен кăçалхи улшăнăвне, шкулта ачасене çитерекен апат пахалăхне тата çулсене хĕллехи вăхăтра йĕркере тытса тăрассине те сÿтсе явнă. Пĕрлехи калаçу вăхăтĕнче çынсем кашни ыйтупах хăйсен шухăшне палăртма пултарнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *