Çĕнĕ çул уявĕ асамлăхпа, савăнăçпа тата кĕтнĕ парнесемпе пуян. Кĕтнĕ асамлăхпа савăнăç мăкăрсемшĕн те çитрĕ темелле. Вăл _ уяв концерчĕ пулчĕ. Савăнăç парнелекенĕсем, çав вăхăтрах кăмăла çĕклекенсем те, кÿршĕсем вăрнарсем пулчĕç.
Чăрăш Шĕнерти «Шĕнер-ен» ?асăннă ушкăна Олег Семенов пултаруллă купăсçă ертсе пырать/ вăрăм çула кĕскетсе пире валли Çĕнĕ çул парни турĕ.
Ахальтен мар вăрнарсемпе канашсем ?çав йышра мăкăрсем те/ туслăх сукмакне тахçанах такăрлатнă, пĕр-пĕрин патне çитсе пухнă пуян опытпа паллаштарасси ?фольклор ушкăнĕсем вăй илеççĕ/ ырă йăлана кĕнĕ.
Мăкăрсем концертăн кашни номерне сцена çинче хĕрÿллĕн алă çупса кĕтсе илчĕç. Мĕн тери илемлĕ тата чуна хускатакан чă-ваш юррисем янăрарĕç. Залра ларакансем хăйсем те юрăсене пĕрле юрларĕç. Шÿтлĕ ташăсем те кăмăла çĕклерĕç. Мĕн чухлĕ çĕнни, асамлăх пулчĕ.
Уявра вăрнарсен хăйсен тумĕ куçа илĕртрĕ, хăйсен кĕвви янăрарĕ. Олег Семенов сцена çине тухса хуткупăсне тăсса ярсанах залра ларакансен пит-куçĕнче хĕвел шевли вылярĕ тейĕн. Уяв чăннипех куракансене пысăк савăнăç парнелерĕ. Мĕн чухлĕ ăшă сăмахсемпе ырă сĕнÿсем пулчĕç çав кун.
Хаклă та хисеплĕ ĕçтешсем, пирĕн кăмăл-туйăма çĕкленĕшĕн, çĕнĕ ĕмĕтсемпе çĕнĕ вăркăш парнеленĕшĕн тав сире!
Концерт хыççăн хăнасем çавра сĕтел тавра ларса техĕмлĕ чейпе, тутлă кукăль-икерчĕпе сăйланчĕç. Ял халăхĕпе асăнмалăх сăн ÿкерчĕк турĕç.
Пурне те Çĕнĕ Çул ячĕпе! Çĕнĕ çулта ырă тата савăнăçлă хыпарсем нумайрах пулччăр. Кашни килте килĕшÿпе тăнăçлăх хуçалантăр.
Çÿл тÿпере таса та кăвак мирлĕ тÿпе пултăр. Кашни çын чĕринче çутă ĕмĕт-тĕллев çуралтăр.
Вероника ИВАНОВА