Канашри васкавлă пулăшу подстанцине çамрăк специалист ĕçлеме килнĕ. 22 çулти Виктория Трыкова «Земство фельдшерĕ» патшалăх программипе усă курнă. Тĕллевлĕ укçапа медицина ĕçченĕ хăйĕн хваттерĕнче юсав ĕçĕсем туса ирттерме палăртать.
«Земство фельдшерĕ» программа çинчен вăл Канашри медицна колледжĕнче вĕреннĕ тапхăрта пĕлнĕ, васкавлă пулăшу подстанцийĕн ĕçченĕ-сем çамрăк специалиста хапăл туса йышăннă. Виктория вызовра пулса пациентсене пĕрре мар пулăшу кÿме ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Фельдшера хăй суйласа илнĕ профессире пысăк ÿсĕмсем тума ăнăçу сунатпăр.