Среда, 12 февраля, 2025
Главная > Публикации > Пĕрремĕш каналпа кăтартнă

Пĕрремĕш каналпа кăтартнă

Пĕрремĕш каналпа пыракан «Ырă ир» программăра Чăваш Енри медицина аталанăвĕ çинчен каласа кăтартнă. Тĕслĕх вырăнне Канаш тăрăхĕнче вырнаçнă Кĕлтеçулне илсе панă.

Асăннă ялта сиплев çурчĕ çук, çывăхри медицина учрежденине çитсе килме вара вуншар çухрăм парăнтармалла. Ватăсемпе тухса çÿреймен çынсене çакă пысăк чăрмав кÿрет. Çынсен нушине ăнланса Кĕлтеçÿлне уйăхра виçĕ хутчен кус- тăрма çинчи ФАП пырса каять. Вăхăтран-вăхăта ăна куçса çÿ- рекен маммограф улăштарать. Специалистсем çынсен сывлăхне тĕплĕн тĕрĕслесе йывăр чирсене аталану тапхăрĕнче тупса палăртаççĕ, çакă чылай пурнăçа çăлса хăварма май парать. Чăваш Енре вăя кĕнĕ çакнашкал çитĕнÿсем çинчен халĕ Раççейре пурăнакансем те пĕлеççĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *