Çамрăк авторсене «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» конкурса хутшăнма йыхравлаççĕ. Регионсем хушшинче 19-мĕш хут йĕркелекен конкурса 15 çултан пуçласа 35 çула çитичченхи авторсем хутшăнма пултараççĕ.
Ĕçсене виçĕ номинаципе йышăнаççĕ: «проза», «поэзи» тата «драматурги». Хайлавсене чăвашла та, вырăсла та çырма юрать. Вĕсен калăпăшĕ А4 форматпа 20 страницăран ытла пулмалла мар.
Конкурс валли тăратнă ĕçсене пуш уйă- хĕн 1-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Вĕсене kray@rdub21.ru электрон почтăпа Республикăри ача-пăчапа çамрăксен вулавăшне ярса памалла.

