Понедельник, 23 июня, 2025
Главная > Публикации > Сусăрсене кашни тунтикун кĕтеççĕ

Сусăрсене кашни тунтикун кĕтеççĕ

Канаш тăрăхĕнче сусăр çынсене пур енлĕ пулăшса пымашкăн общество пÿлĕмĕ уçăлнă. Вăл унччен район администрацийĕ пулнă çуртра вырнаçнă.

Унта сывлăхĕ енчен хавшак çынсене кашни тунтикун кĕтеççĕ. Ятарласа çирĕплетнĕ специалистсем республикăри «Халăх хушшинчи çыхăнăва тĕревлекен» общество организацийĕпе пĕрле сусăрсене ĕç тупма, кулленхи пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма пулăшĕç. Общество пÿлĕмĕ çинчен тĕплĕнрех Канаш тăрăхĕнчи сусăрсен пĕрлешĕвне ертсе пыракан Анатолий Семенов каласа парать:

«Канаш тăрăхĕнче сусăрсем валли общество пÿлĕмне уçас шухăш хулапа округ пĕрлешнĕ хыççăн çуралчĕ. Ăна эпир маларах вырăнти ветерансен канашĕн ертÿçипе Виталий Петров- па пĕрре мар сÿтсе явнă. Халĕ пирĕн ĕмĕт тинех пурнăçланчĕ. Округ ертÿçисем пире пÿлĕм уйăрса пулăшрĕç, ăна уçма республикăри «Опора гражданского диалога» организацин ертÿçи Владимир Бурлаков хăй те хутшăнчĕ. Эпир халĕ сывлăхĕ енчен хавшак çынсене хамăр патăмăрта йышăнса вĕсен çивĕч ыйтăвĕсене пур енлĕ татса пама пултарăпăр. Çавăнпа сусăрсем пирĕн пата йышлăн килсе çÿрессе шанатпăр».

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *