Ленинград хулине фашистсен ункинчен хăтарнăранпа 81 çул çитрĕ.
Çав хăрушă тапхăрта хулана тăшманран хÿтĕленисем хушшинче 1840 Чăваш Ен çынни пулнă. 1943 çулта пирĕн тăрăха эвакуаципе пине яхăн ача илсе килнĕ.
Хальхи вăхăтра рес- публикăра блокадăри Ленинградри 24 ветеран пурăнать. Вĕсенчен пĕринпе _ Галина Лукьяновапа _ Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев тĕл пулнă.
1975 çулта мăшăрĕпе Çĕнĕ Шупашкара куçса килнĕ хĕрарăм хăйĕн кун-çулĕ пирки каласа кăтарт- нă. Регион ертÿçи Галина Борисовнана Çар мухтавĕн кунĕпе саламласа малашне те сывлăхлă пулма суннă.