Чăваш Енпе Узбекистан малалла та килĕш- терсе ĕçлесшĕн.
Ака уйăхĕн 28-30-мĕшĕсенче Ташкент хулинче «Иннопром. Тĕп Ази» Пĕтĕм тĕнчери промышленность куравĕ иртĕ. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе республика делегацийĕ те хутшăнĕ.
Чăваш Ресубликин Министрсен Кабинечĕ тата Узбекистанăн Бухара облаçĕн Хокимиячĕ суту-илÿ-пе экономика, социаллă тата культурăпа гуманитари енĕпе пĕрле ĕçлемешкĕн килĕшĕве алă пусĕç.