Вторник, 18 марта, 2025
Главная > Публикации > Патшалăх Канашне Çырупа тухнă

Патшалăх Канашне Çырупа тухнă

Эрнекун, кăрлач уйăхĕн 31-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Енĕн Патшалăх Канашне Çырупа тухнă.

Пĕлтерĕшлĕ документпа регион ертÿçи хальхинче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче паллаштарнă. Малашнехи тĕллевсен пĕлте- рĕшлĕ енĕсене пăлартса хăварар.

Экологи

Регионта пурăнакансене пахалăхлă шывпа тивĕçтерме шыва тасатмалли 11 центр тумалла.

Сывлăх сыхлавĕ

Кăçал С гепатитпа кĕрешмелли программа хута ямалла. Çакна валли 68 миллион тенкĕ хывма палăртнă.

Туризм

Куславккапа Сĕнтĕрвăрринче причал стенкисем тăваççĕ. Хăна çурчĕсен, глемпингсен шучĕ ÿссе пырать.

Промышленность

Малашнехи аталанăва 85 миллиард тенкĕлĕх 117 инвестици проекчĕ витĕм кÿмелле.

Ятарлă çар операцийĕ

Нарăс уйăхĕнче «Время СВОих» программа ĕçлеме пуçлать. Унпа килĕшÿ-ллĕн ятарлă çар операцийĕн ветеранĕ- сене патшалăх тытăмĕн ĕçне явăçтарма тĕллев лартнă.

Ял хуçалăхĕ

2030 çул тĕлне хăмла лаптăкне 2 пин гектара çитермелле. Пысăк ĕçе регион 1 миллиард та 800 миллион хывма палăртнă.

Çĕнтерÿ кунĕ

Аслă Çĕнтерĕвĕн 80-мĕш çавра çулĕ тĕлне вăрçă инваличĕсене, блокадăри Ленинградра пурăннисене, концлагерь асапне тÿснисене хушма 20 пин тенкĕ тÿ-лев пама йышăннă.

Республика кунĕ

Кăçал çак уява йышăнакан округа хальччен панинчен 2 хут нумайрах _ 20 миллион тенкĕ _ укçа уйăрĕç.

Культура

Çывăх вăхăтра республикăри 150 клуба юсамалла. 24 çĕнĕ культура çурчĕ, 80 хальхи ăру вулавăшĕ тумалла.

Çул-йĕр

Çитес çулсенче М-12 магистраль тунă хыççăнхи тепĕр 163 çухрăм çула йĕркене кĕртмелле.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *