Воскресенье, 23 марта, 2025
Главная > Публикации > Юбилей медалĕсем пама тытăннă

Юбилей медалĕсем пама тытăннă

Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çитет. Çак паллă пулăма халалласа Раççейре юбилей медалĕсем туса кăларнă. Вĕсене вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсене пама пуçланă та ĕнтĕ.

Канаш тăрăхĕн ертÿçи Валерий Чернов, округ депутачĕсем тата общество ĕçĕн хастарĕсем Çĕнтерĕ- ве туптанă ентешсем патĕнче хăнара пулнă. Вĕсене юбилей медалĕсем панă май çирĕп сывлăх тата иксĕлми вăй-хал суннă. Çак пархатарлă ĕçе вĕсем малалла та тытса пырĕç. Округ пуçлăхĕ Валерий Анатольевич хăйĕн шухăшне çапларах уçăмлатрĕ:

«Вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсене тата вăрçă ачисене патшалăх пур енлĕн пулăшса пырать. Хăйсен пурнăçĕпе сывлăхне шеллемесĕр Çĕнтерĕве çывхартнă хастарсене тимлĕх уйăрни питех те пĕлтерĕшлĕ. Юбилей çулталăкĕнче вăрçă ахрăмĕ витĕр тухнă ентешсене ятарлă медальсем парса чысланин сумĕ чăнласах та пысăк. Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çитнине халалласа кăларнă медальсемпе Канаш тăрăхĕнчи ветерансене те чыслама тытăнтăмăр. Çак йышра Татьяна Васильевна Смагина пур, вăл Канашра пурăнать, нумаях пулмасть ветеран 100 çулхи юбилейне паллă турĕ. Мария Александровна Назарова Шăхасан салинче тĕпленнĕ, вăл 97 çулта. Хулара пурăнакан Зоя Константиновна Калинина та тăхăр теçетке урлă каçнă. Вăрçăн асапĕпе тертне тÿссе ирттернĕ ветерансене çакнашкал хисеп туни, пире, тăван халăхăн мухтавĕ- пе чапне асра тытма май парать. Çитĕнекен ăрăва вĕсен паттăрлăхĕ çинче вĕрентсе ÿстерме пулăшать».

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *