Катек шкулĕнче тăрăшакансем госпитальсенче сипленекен салтаксем валли ятарлă минтерсем çĕлеççĕ. Çак ĕçе вĕрентекенсемпе пĕрле ачасем те хастар хутшăнаççĕ. Хĕрсене çĕвĕ ĕçне технологи учителĕ Наталия Семенова хăнăхтарать.
Саккăрмĕш класра вĕренекенсем малтан минтер питне çĕлесе хатĕрлеççĕ. Унтан пиллĕкĕмĕш класра ăс пухакансем унта синтепон тултараççĕ. Уроксем хыççăн вĕрентекенсем минтерсем çинчи çĕвĕсене пÿкеççĕ. Туслă йыш кĕске вăхăтра тĕрлĕ калăпăшлă çĕр ытла минтер çĕлесе хатĕрленĕ. Часах вĕсене госпитале ăсатĕç.