Чăваш Енре кăçал 1 миллион та 800 пин ытла йывăç лартма палăртнă.
«Экологи» Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн йывăç-тĕм лартма тата вăй илнĕ ÿсен-тăрана пăхма çĕршыв бюджетĕнчен 14 миллион тенкĕ уйăрнă.
Кăçал вут-çулăм тухнине тата вăрман сакунне пăсакансене çийĕнчех асăрхама пилотсăр вĕçев аппарачĕ туянма палăртнă.
Çавăн пекех мĕн-пур техникăна ГЛОНАСС тытăмпа çыхăнтарса каснă йывăçсене ăçта турттарнине сăнаса тăрĕç.
Иртнĕ 5 çулта пушарта пĕтнĕ 5 пин çурă гектар вăрман вырăнне çĕнĕ хунавсем лартса хăварнă.