Вторник, 18 марта, 2025
Главная > Публикации > Сад ăсти шкул ачисен апатне хак панă

Сад ăсти шкул ачисен апатне хак панă

Шкулсенче ачасен ирхи апатне паллă тата пултаруллă çынсемпе пĕрле йĕркелесси ырă йăлана кĕнĕ. Хăнасем, пĕлÿ çуртĕнче, ачасене сăйлакан апат-çимĕçе тутанса хак параççĕ, сĕтел хушшинче ăш-пиллĕ калаçу йĕркелеççĕ.

Ăвăспÿрт Кипеч шкулĕнче тăрăшакансем хальхинче столовоя вырăнти пахчаçă-фермера Николай Семенова йыхравланă. Николай Семенович сĕтел хушшинче улма сачĕ чĕртсе тăратас вăрттăнлăхсене уçса панă, çак тĕллевпе хăйĕн пахчинче çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртсе пынине те асăнса хăварнă.

Палăртма кăмăллă, çу кунĕсенче ачасен пысăк ушкăнĕ пахчаçă патне пулăшма çÿрет, вĕсем çамрăк хунавсен анисне çум курăкран тасатаççĕ тата йывăç вулли çумне турат сыпса çĕнĕ сорт кăларма вĕренеççĕ. Николай Семенов çамрăк «мичуринсем» çитĕнсе çитсен унăн ĕçне малалла тăсасса çирĕп шанать.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *