Воскресенье, 23 марта, 2025
Главная > Публикации > «Ылтăн» туйпа саламланă

«Ылтăн» туйпа саламланă

Çĕнĕ Ачча ялĕнче пурăнакан Василий Григорьевичпа Галина Ивановна Григорьевсем хăйсен «ылтăн» туйне паллă тунă.

Çамрăк каччă илемлĕ пикене пĕрре курсах килĕштернĕ, икĕ хутчен тĕл пулнă хыççăн хă-йĕн мăшăрĕ пулма ыйтнă.

Унтанпа шăпах аллă çул иртнĕ. Туслă çемьере пĕр хĕр Людмила çитĕннĕ. Качча тухнă хыççăн хĕрĕ ашшĕпе амăшне виçĕ мăнук парнеленĕ. Федор, Валерия тата Таисия çывăх çыннисене хăйсен çитĕнĕвĕсемпе тăтăшах савăнтараççĕ.

Василийпа Галина Григорьевсем иккĕшĕ те «Рассвет» хуçалăхра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Ĕçтешĕсен хисепне вĕсем кулленхи çăмăл мар ĕçре çĕнсе илнĕ.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе çемье юбилярĕсене вырăнти ЗАГС пайне йыхравланă. Григорьев- сен хушаматне çемьесен Хисеп кĕнекине кĕртнĕ. Округ пуçлăхĕ ячĕпе телейлĕ мăшăра салам çырăвĕ панă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *