Карăклă ял тăрăхĕнче субботниксем малалла пыраççĕ.
Юмансар ялĕнче пурăнакансем Карсак çырмине йĕркене кĕртнĕ хыççăн Яшпай çырмине çитнĕ. Пĕрлехи ĕçе Шкул тата Вăрман урамĕнче пурăнакансем хастар хутшăннă.
Çанталăк ăшă тăни тата таврара юр сахал пулни ĕçе самаях хăвăртлатнă, ял çырмисем халĕ таса та капăр.