Вторник, 8 июля, 2025
Главная > Публикации > «Аттепе савăнса кураймарăм»

«Аттепе савăнса кураймарăм»

Лидия Сидорован хура-шурне сахал мар тÿсме тивнĕ. Çапах та вăл чун çирĕплĕхне çухатман, 87 çултискер çуралнă ялта, Канаш округĕнчи Чулкăмакара, пĕчченех кун кунлать. «Ачасем хăйсем патне илсе каясшăнччĕ – тăхтарăм. Тăван çурта пăрахса хăварас килмест», – терĕ вăрçă ачи.

Вăл тăватă ачаллă çемьере çитĕн- нĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тухнă чухне Лида 3 çулта çеç пулнă. Ачалăхĕпе те, çамрăклăхĕпе те туллин киленсе-савăнса юлайман мăнтарăн. Апат-çимĕç тĕлĕшĕнчен йывăр пулнă. Асламăшĕпе амăшĕ тул çутăлсан уй-хире тухса кайнă та сĕм çĕрле çеç таврăннă. Килте юлнă ачасене вара аслă пиччĕшĕ Петр тимленĕ. Аттене Николай Антонова 1941 çулта фронта илсе кайрĕç. Юрать, каялла таврăнма пултарчĕ – 1945 çулта кĕркунне тăван яла çитрĕ вăл. Çав куна питĕ лайăх астăватăп. Мунча кунĕччĕ, эпир аннепе мунча кĕме кайнă, вăл питĕ аякраччĕ. Çăвăнса тасалнăскерсем киле кайма тухрăмăр. Унччен те пулмарĕ, çенĕк алăкĕ шаплатрĕ «Анне пирĕн пата кам килмеллеччĕ вара;» – ыйтрăм тÿ-рех. Пÿрте кĕтĕмĕр те – сĕтел хушшинче çар тумĕ тăхăннă икĕ арçын лараççĕ. Пĕри атте пулнă…

Таврăнма тĕрĕс-тĕкел таврăнчĕ вăл, анчах мирлĕ пурнăçпа нумаях пурăнаймарĕ, ултă çултан ÿпке чирне пула пурнăçран уйрăлчĕ. Аттепе савăнса кураймарăмăр. Виличчен тĕрлĕ çĕрте ĕçлерĕ: ялта патшалăх валли услам çу та пуçтарчĕ пĕр тапхăр, лавккара та вăй хунă.

Ялта ăна «Приказчик» тесе чĕннĕ. Чирлесен вырăнпах выртрĕ, тепĕртакран çĕре кĕчĕ… Анне колхозра ырми-канми ĕçлетчĕ. Асанне пурччĕ те вăл пăхатчĕ пире. Шкулта 7 класс таран вĕрентĕм, кайран колхоз бригадинче ĕçлерĕм» – иртнине куç умне кăларчĕ Лидия Николаевна.

Çирĕм тăватă çулта вăл ял каччипе Нестер Сидоровпа пĕрлешнĕ. Анчах ăраскалĕ пулман çамрăк мăшăрăн, пысăк инкек çапса хуçнă вĕсене. Пÿрнисене венчет çĕрри тăхăннă çулхинех Нестер Миронович пĕррехинче çул çинче хăрушă аварие лекнĕ, вăйлах сусăрланнă. Унăн икĕ урине те татма тивнĕ. Сусăрлансан йывăç урапа уткаланă вăл, анчах ĕçлеймен. Мĕн пур ĕç Лидия Николаевна çине тиеннĕ. Вăл мăшăрне тимленĕ, кунсеренех колхоза ĕçе çÿренĕ… Ирхи виçĕ сехетре тăрса упăшки валли апат хатĕрлесе хăварнă вăл, выльăхĕ- сене те тимленĕ. Мăшăр пĕр хĕре кун çути парса ура çине тăратнă.

«Упăшка 17 çул тертленсе пурăнчĕ. Пурнăç çăмăл пулман. Юрать, шăллăмсем ялтах пурăнатчĕç, пулăшатчĕç. Ĕççи вăхăтĕн- че уйрăмах нушаллăччĕ ĕнтĕ. Халĕ хĕрĕмĕрĕн ачисемпе, кĕçĕн мăнуксемпе савăнатăп. Вĕсем ман пата килсех çÿреççĕ. Кăмакана пăсман, вутă хутса мăнуксене чукунпа тутлă яшка, шаркку пĕçерсе çитеретĕп», – калаçрĕ вăл мăшăрĕн синкерлĕ шăпине аса илсе.

Хĕрĕ çитĕнерехпе чукун çул хĕррипе йывăçсем лартнă Лидия Николаевна, каярахпа шкулта тирпейлÿçĕре ĕçленĕ, унтанах тивĕçлĕ канăва тухнă. Вăл «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ. Халĕ те алă усса лармасть хисеплĕ ватă, çулсеренех пахча çимĕç лартать, чăхсем усрать. Хĕрĕпе мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем хăнана килсен кукамăшĕ вĕсене кашнинех чăваш юррисемпе савăнтарать.

Нина ЦАРЫГИНА

«Чăваш хĕрарăмĕ», 5-мĕш №

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *