Округра «Канаш ен пики» пултарулăх конкурсĕ иртнĕ. Ăна Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне халалланă. Хĕрсен ăсталăхне Канаш тăрăхĕнчи пĕрлештернĕ клуб системин директорĕн çумĕ Наталия Иванова та курса хакланă:
_ Культура çурчĕн сцени çине чипер те йăрăс пÿллĕ, пуян ăс-хакăллă, çепĕç те маттур 9 пике тухрĕ. Вĕсем чи малтанах хăйсемпе паллаштарчĕç. Чăваш халăхĕн историйĕ- пе культурине уçăмлатакан ыйтусем çине хуравларĕç. Чăваш тумĕн илемне те кăтартса пачĕç. Кашни пике килти ĕç пурнăçланă _ чă- ваш апачĕ пĕçерсе килнĕ. Сĕтел çинче хуплу та, кукăль та, чăкăт та пулчĕ…
Тÿресем хĕрсен пултарулăхне çирĕп хак-ларĕç. «Канаш ен пики» ята Карăклă хĕрĕ Екатерина Герасимова çĕнсе илнине пĕлтерчĕç. Вăл республика шайĕнчи конкурсра Канаш ен чысне хÿтĕлĕ.
Хамăр инф.