Канмалли кунсенче кĕр-кĕрлерĕ Çăварни уявĕ. Мăкăр ялĕнче уява ватти-вĕтти йышлăн пухăнчĕ. Кĕтнĕ уява Вероника Иванова уçрĕ, пурне те ырлăх-сывлăх ăнăçу сунчĕ. Унăн мăнукĕсем Таисия тата Мария илемлĕ юрăсем шăрантарĕç. Ял-йыша тата хăнасене вăйă картине пухрĕç.
Самаварĕ пăсланчĕ, тутлă тата çуллă икерчисем куç хĕсрĕç. Тăвайкки те кĕрлесе кăна тăчĕ: çынсем çунашкапа та ватрушкипе мĕн çĕрлеччен ярăнчĕç. Конкурссене кашниех хастар хутшăнчĕ, çĕнтерÿçĕсем парнене тивĕçрĕç. Кăмăлĕсене ирĕке ярса савăнчĕç.
«Туслăх» фольклор ушкăнне çÿрекенсем сивĕ хĕле ăсатма килнисене техĕмлĕ чейпе тата тутлă çуллă икерчĕпе сăйларĕç. Çак ĕçе «Туслăх» фольклор ушкăнăн ертÿçи Вероника Иванова хăйĕн çине илчĕ. Ял-йыш ячĕпе Валерий Бурзуев, Владимир Никифоров тухса калаçрĕç, уява пухăннисене ырлăх-сывлăх, телей сунчĕç, малашне те çакăн пек хастар пулма ыйтрĕç.
Уява пухăннисене, ăна йĕркелесе ирттерме пулăшнисене пурне те чĕререн тав тă- ватпăр. Пĕрлĕхре _ вăй, малашне те çапла пултăрччĕ.
Вероника ИВАНОВА