Среда, 30 апреля, 2025
Главная > Публикации > Килсе курсамăр мухтавлă Мăкăр ене!

Килсе курсамăр мухтавлă Мăкăр ене!

Мăкăр ялĕнчи культура çурчĕ тĕплĕ юсав ĕçĕсем хыççăн хăйĕн алăкĕсене иртнĕ çулăн вĕçĕнче яриех уçса янăччĕ. Кунта килсе çÿрекен хăнасене кăмăллăн кĕтсе илеççĕ. Курса тĕлĕнмеллисем чăнах  та чылай.

Çакăн пек культура çурчĕ пурри вăл _ ял-халăхĕшĕн чăн-чăн пуянлăх. Культура çурчĕ хăех хăй патне илĕртет, мĕншĕн тесен шалта питĕ хăтлă та илемлĕ, урайĕсем çап çутă хăмаран, стенисем таса. Кĕрсенех чăваш тĕррисенчен йĕркеленĕ курав куçа илĕртет. Чăваш çи-пуçне, савăт-сапине те кăтартса панă. Курава пĕтĕмпех культура ĕçченĕ Вероника Иванова йĕркеленĕ.

Иртнĕ кунсенче Канаш округне кĕрекен Чулкăмака ялĕнчен хăнасем килсе çитрĕç. 92-çулхи Марье аппа та хăйĕн хĕрĕсемпе, мăнукĕсемпе тата кĕçĕн мăнукĕсемпе  çĕнетнĕ клуба килсе курма кăмăл турĕ. Кунта вĕсем асăнмалăх сăн ÿкерчĕксем турĕç. Хисеплĕ ватă «Туслăх» ушкăнĕн пултаруллăхне курса савăнчĕ. Хăнасене техĕмлĕ чейпе, çăварни икерчипе сăйларăмăр.

Туслăхпа тата тăванлăхпа хитре çут тĕнче. Çаплах пултăрччĕ, пурне те мирлĕ тÿпе тата тăнăç пурнăç сунатпăр. Килсе курсамăр мухтавлă Мăкăр ене!

Вероника ИВАНОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *