Среда, 30 апреля, 2025
Главная > Публикации > Тăрăнсем кÿршĕсем патĕнче хăнара пулчĕç

Тăрăнсем кÿршĕсем патĕнче хăнара пулчĕç

Тăрăн ялĕнчи «Улах» фольклор ушкăн час-часах  юнашар ялсене хăйсен пултарулăхне кăтартма тухса çÿрет. Куракансене илемлĕ чăваш халăх юрри-ташшипе, шÿтсемпе савăнтарать.

Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе саламлама тăрăнсем Мăкăр ялĕнче те кĕтнĕ хăнасем пулса тăчĕç.

Тус-тăванлăх, хăна юррисем уява пухăннисемшĕ чун уççи пулчĕç.

Куракансем кашни юрра тăвăллăн алă çупса артистсене хавхалантарса тăчĕç, мĕн пур ыррине анчах сунчĕç.

«Улах» фольклор  ушкăн репертуарĕ асатте-асаннерен упранса юлнă юрă-ташăпа пуян.

 «Улах» фольклор ушкăна çÿ- рекенсене, вĕсен ертÿçине  Николай  Семенова пĕтĕм чун-чĕререн тав тăватпăр, малашне те çирĕп утăмсем тума, иксĕлми хавхалану, çитĕнÿ, çирĕп сывлăх сунатпăр.

Вероника ИВАНОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *