Вторник, 8 июля, 2025
Главная > Публикации > Хушма ĕç вырăнĕсем пулĕç

Хушма ĕç вырăнĕсем пулĕç

Канаш тăрăхĕнче çитес вăхăтра транспортпа логистика центрне  тума палăртаççĕ. Çакăн çинчен тĕплĕнрех округ пуçлăхне Валерий Чернова каласа пама ыйтрăмăр:

_ Канаш енре транспортпа логистика центрĕ Чăваш Республикин 2025-2030-мĕш çулсем валли йышăнса хăварнă социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн программипе килĕшÿллĕн хута каймалла. Çак калăпăшлă пректа хывакан инвестицисен виçи пĕр миллиард та виççĕр миллион тенкĕпе танлашĕ. Вăл пурнăçа кĕрсен Канаш тăрăхĕнче пурăнакан икçĕр ытла çын валли хушма ĕç вырăнĕсем пулĕç. Тата çакна палăртса хăварас килет, çÿлерех асăнса хăварнă Чăваш Енĕн комплекслă прграммипе килĕшÿллĕн Мăкăр ялĕнчи чукун çул кĕперне те йĕркене кĕртĕç. Авалхи виадук çумĕнче агротуризм комплексĕ ĕçлесе кайĕ, икĕ кану вырăнĕ çĕкленĕ. Кĕпер патне пымалли çул та çĕнелĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *