Пятница, 18 июля, 2025
Главная > Публикации > Кашнине татăклă хурав панă

Кашнине татăклă хурав панă

Юнкун, пуш уйăхĕн 19-мĕшĕнче, Канаш тăрăхĕнче пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Информушкăн хастарĕсем çынсемпе тĕл пулса яланхиллех пĕлтерĕшлĕ чылай ыйтăва сÿтсе явнă. Тĕплĕнрех округ пуçлăхĕн пресс-секретарĕ Ирина Константинова каласа парать:

— Информаци кунĕнче округ пуçлăхĕ Валерий Чернов ертсе пыракан ушкăн Канашри технологи хатĕрĕсемпе тивĕçтерекен завода çитсе килчĕ. Çак йышра республикăран килнĕ хăнасем те йышлăн пулчĕç. Вĕсем, заводра тăрăшакансемпе пĕрле, çулсене юсаса йĕркене кĕртессине, çĕрпе çыхăннă саккун улшăнăвĕсене тата шыв çинчи хăрушсăрлăха çирĕп пăхăнмаллине сÿтсе яврĕç. Йăлана кĕнĕ йĕркепе, пĕрлехи тĕл пулăва хутшăннă çынсене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе те йышăнчĕç, кашнинех татăклă тата тĕплĕ хурав парса  тивĕçтерчĕç.  

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *