Канаш тăрăхĕнчен ятарлă çар операцийĕ иртекен вырăна черетлĕ гуманитари пулăшăвĕ ăсатнă. Вăл пирĕн Чăваш полкне кайнă. Ăна пуçтарса хатĕрлес ĕç еплерех пулса пынипе «Шăхасан» волонтерсен ушкăнĕн ертÿçи Николай Илларионов паллаштарать:
— Вырăскас Пикших ялĕнче пурăнакан Евгений Максимов йывăçăн пысăк партийĕпе тивĕçтерчĕ. Йывăç хатĕрлесе парас ĕçре ăна Виталий Сергеевпа Юрий Волков ĕçтешĕсем нумай пулăшса пычĕç. Палăртса хăвармалла, çакă йывăçпа Канаш тăрăхĕнчен каякан пысăк тиевлĕ улттăмĕш фура пулчĕ. Вĕсене маларах Запорожье, Курск тата Херсон тăрăхĕсене илсе çитернĕ. Алексей Воскобойников волонтер дронсенчен хÿтĕленмелли плащсем çĕлеме пусма туянса пачĕ. Пусмаран, ирĕкрен хăтарнă ăстасем, 35 плащ çĕлесе хатĕрлерĕç. Гуманитари пулăшăвĕ пуçтарса хатĕр- лес ĕçре Шăхасан салинче пурăнакансем, «Шăхасан» тата Дмитрий Варламов ертсе пыракан «Пирĕн çĕршывăн паттăр салтакĕсене — пулăшу» волонтерсен ушкăнĕсем, салари шкулта вĕренекенсем яланхиллех пысăк хастарлăх кăтартрĕç. Йывăçа палăртнă вырăна илсе çитерме Чăваш Ен Правительстви тата «Пĕрле» фонд ятарлă транспортпа тивĕçтерчĕç. Фурăпа Сергей Николаевич водитель çула тухрĕ, вăл СВО иртекен вырăна 2022 çултанпа пулăшу хатĕрĕсем турттарса тăрать. Черетлĕ груза ăста водитель хальхинче те тĕрĕс-тĕкел илсе çитерме пултарчĕ. Пире çапла тĕрĕс пăхса ÿстернĕшĕн атте-аннене тав тăватпăр.