Пирĕн республикăра «Çĕнтерÿ вальсĕн» репетицийĕсем пуçланнă.
Аслă Çĕнтерĕвĕн 80 çулхи юбилейне халалланă акцие хутшăнма 60-а яхăн çын хатĕр- ленет.
Ташăçăсем эрнере 4 хут пуçтарăнса 3 кĕвĕпе килĕшÿллĕн хусканусем вĕренеççĕ. Ушкăнра çамрăксем те, аслă ăрурисем те пур. Шкул ачисемпе уйрăм уроксем ирттереççĕ.
Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче акцие хутшăнас текенсен «Ритм» ташă студийĕн сайтĕнче регистраци тухмалла.