А.Г. Николаев ячĕллĕ Шупашкарти аэропорт пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче çуркуннепе çуллахи тапхăр çине куçнă.
Çĕнĕ тапхăр çине куçнă май расписанире хăш-пĕр улшăнусем пулса иртнĕ. Сăмахран, самолетсем Санкт-Петербург тата Мускав хулисене каймалли вăхăтсене улăштарнă. «Аэрофлот» самолечĕ Шупашкартан Мускава каллех ирхи 7 сехетре вĕçсе кайĕ, кунта 23 сехет те 30 минутра вĕçсе килĕ.

