Вторник, 16 июня, 2026
Главная > Публикации > Чăваш хăмлин музейĕ пулĕ

Чăваш хăмлин музейĕ пулĕ

Етĕрне тăрăхĕнче Чăваш хăмлин музейне уçасшăн. Çакăн çинчен округ пуçлăхĕ Станислав Тимофеев пĕлтернĕ.

Вăл муниципалитетра пурăнакансене музей валли экспонатсем пухмашкăн пулăшу ыйтнă. Сăн ÿкерчĕксем, наградăсем, документсем, харпăр тата ытти япала _ йăлтах кирлĕ. Вĕсене Етĕрнери ÿнерпе тавра пĕлÿ музейĕ йышăнать.

Хальлĕхе музей ăçта пуласси тата ăна хăçан уçасси паллă мар.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *