Ака уйăхĕн10-мĕшĕнчен тытăнса Шупашкарта 13-мĕш маршрут çÿреме тытăннă. Чăваш транспорт управленийĕ маршрут çине вăтам класлă 9 автобус кăларнă.
Транспортсенче лармалли 19 вырăн. Сусăрсене тата ача кÿмисене лартмалли вырăн та пăхса хăварнă. Автобуссем «Сад» микрорайнĕпе ЖБКна çыхăнтарнă.