Главная > Публикации > Вăрманта ĕç вĕрет

Вăрманта ĕç вĕрет

Вăрман хĕл ыйхинчен вăранчĕ темелле. Пур уçланкăра та çурхи шыв-шур типме ĕлкереймен пулин те ĕç-пуç унта тахçанах вĕрет. Вăрманçăсем чи малтанах йывăçсене вут-кăвартан сыхласа хăварас тĕлĕшпе пысăк калăпăшлă ĕçсем туса ирттернине палăртса хăвармалла. Сиккассинчи участок лесничествин начальникĕ Николай Мурашкин та вăрманти пушар хăрушсăрлăх ыйтăвĕ çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ.

— Вăрттăнлăх мар, вăрман пушарĕсем çĕршывра çулсерен сахал мар лаптăка тĕп тăваççĕ. Çак хăрушлăха сирсе ярас тĕллевпе вăрманçăсем Сиккассинчи участок лесничествин витĕмĕнче тăракан Канаш тата Тăвай тăрăхĕ- сенче ÿсекен вăрмансен çумĕ- пе 6 километр тăршшĕ çĕнĕ минполосасем сухаласа тухнă. Çавăн пекех икĕ округри кивĕ минполосасене 4 километр тăршшĕ лаптăк çинче тарăнлатнă. 9 асăрхаттару аншлагне çĕнетсе çакнă. Кану вырăнĕсене йĕркеленĕ май 3 беседкăна юсанă, 2 шлагбаум вырнаçтарнă. Пушар машинине шыв тултарма пымашкăн икĕ пĕве хатĕрленĕ. Типнĕ лаптăксем çинче, вут-кăвара хирĕç кĕрешекен техника вăрмансене пĕр чăрмавсăр кĕрсе çÿретĕр тесе, çулсене те якатса тикĕслетпĕр, — палăртрĕ Николай Александрович. 

Пушар хăрушсăрлăх мероприятийĕсене вĕçленĕ хыççăн вăрман ĕçченĕсем çамрăк йывăçсем лартма пикеннĕ. Çуркунне вĕсем çак пĕлтерĕшлĕ ĕçе 5 гектар çинче туса ирттерме палăртаççĕ. Хыр хунавĕсене 3 гектар çинче лартма ĕлкĕр- нĕ те ĕнтĕ, тепĕр 2 гектарĕ çине, шыв тăнăран, хальлĕхе кĕреймен-ха. Палăртса хăварар, çак хырсене хупă тымар системипе теплицăра çитĕн-тернĕ пулнă.

Çут çанталăк тусĕсем ытти çулсенче лартса хăварнă йывăçсен лаптăкĕсене те тимлĕн сăнаса тăраççĕ. Типсе хăрнă хунавсене çуркунне тата кĕркунне çĕннисемпе улăштараççĕ. Çуркунне кăçал 9 гектар лаптăка йĕркене кĕртме палăртнă, вăрманта вырăн-вырăн шыв тăнăран посадкăсен юлнă 2 гектарĕ çинче çак ĕçе хальлĕхе пурнăçлайман-ха.      

Сиккассинчи участок лесничествин питомник пуррине те асăнса хăвармалла. Кăçал лартма палăртнă хунавсене ?лиственница, хыр, чăрăш/ унтан илсе тухнă та ĕнтĕ. Çитес эрнесенче 15 сотой çинче хыр, чăрăш, лиственница тата тĕрлĕрен тĕм-йывăç вăррисене акма палăртаççĕ. Тепĕр икĕ виçĕ çултан вара вĕсемпе йывăç чĕртсе тăратма кăмăл тăвакансене туллин тивĕçтерĕç.

Артемий МЯСНИКОВ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *