Юмансар ялĕнчи Канашская тата Школьная урамсем çырма урлă вырнаçнă. Халĕ вĕсене кĕпер çыхăнтарать. Çакăн çинчен тĕплĕнрех Юмансар ялĕнче пурăнакан Любовь Иванова каласа парать:
— Юмансар ялĕнче хастар тата мал ĕмĕтлĕ çынсем пурăнаççĕ. Вĕсем, ял халăхне канăç паман ыйтусене, пĕр шухăшлăн пулса татса пама пултарнипе палăрса тăраççĕ. Пĕрлехи ĕçе вара ял старости Владимир Грачев ăста йĕркелесе пырать. Çак кунсенче хамăр ялта пурăнакан Василий Никифоров пуçарнипе çырма урлă каçă хыврĕç. Василий Сергеевич пĕтĕм тăкака хăйĕн çине илнине те палăртса хăвармалла. Кĕпере палăртнă вырăнта вырнаçтарма ăна Анатолий Степанов, Игорь Ложкин, Александр Ануфриев, Александр Григорьев, Андрей Степанов тата Алексей Арефьев пулăшнă. Ялта çакăн пек хастар тата пуçаруллă çынсем пурришĕн эпир пурте хытă савăнатпăр, тăван ял малашлăхĕшĕн чун-чĕрепе çуннишĕн тав тăватпăр.