Египета çитсе курма ĕмĕтленнĕ арçынна палламан çынсем улталанă. Вăл Шупашкар хулинче пурăнать.
Египетра канма шутланă арçын интернет- ра суя пĕлтерÿ тупнă, путевка илме шутланă. Çавна май вăл пĕр ушкăнра хăйĕн даннăйĕ- сене хăварнă. Унпа суя «менеджер» çыхăннă, килĕшÿ ярса панă. Арçын 130 пин тенкĕ укçине куçарса панă. Анчах çакăн хыççăн «тур- оператор» çухалнă. Арçыннăн полицие кайма тивнĕ.

