Кăçал Канаш тăрăхĕнчи икĕ шкулта капиталлă юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Вĕсен хăвăртлăхĕпе пахалăхне Чăваш Республикин вĕренÿ министрĕ Дмитрий Захаров вырăна тухса хакланă. Тĕплĕнрех вĕренÿ управленийĕн тĕп специалист эксперчĕ Наталия Тимофеева паллаштарать:
— Хальхи вăхăтра капиталлă юсав ĕçĕсем Канаш хулинчи 11-мĕш шкулта тата Уçырма ялĕнчи пĕлÿ çуртĕн- че пыраççĕ. Çак пысăк калăпăшлă ĕçсене туса ирттерме Çамрăксем тата ачасем наци проекчĕ пулăшать. Дмитрий Захаров министр чи малтан хулари шкула çитсе курчĕ. Унта, паянхи куна илсен, 50 çын ĕçлет. Вĕсем демонтаж ĕçĕсене вĕçленĕ, пĕлÿ çурчĕн фасадне йĕркене кĕртме тытăннă. Çав вăхăтрах инженери сечĕсем хываççĕ тата чÿречесем лартса пыраççĕ. Уçырма ялĕнчи шкулта 30 специалист тăрăшать. Вĕсем демонтаж ĕçĕсене пуçăннă, электричество сечĕсем туртаççĕ. Министр палăртнă тăрăх, юсав хатĕрĕсем объектсене вăхăтра килсе тăраççĕ, çакă сроксене çирĕп пăхăнса ĕçлеме май парать.