Шупашкартан Мускава вӗҫекен самолётсем хальхи вӑхӑтра тӗп хулари Шереметьево аэропортне илсе ҫитереҫҫӗ. Самолётсем унта анса ларни пуриншӗн те меллӗ мар иккен. Аякри ҫав аэропортран Мускавӑн тӗп пайне ҫитме вӑхӑт самай иртет.
Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен «Победа» лоукостер Внуковӑна вӗҫме пуҫлассине пӗлтернӗ. Авиакомпани сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, рейссем кашни кунах пулӗҫ.
Ҫапла вара Шупашкартан Внуково тата Шереметьево аэропорчӗсене ҫитме май туса парӗҫ. Мускавран Шупашкара эрнере 23 рейс пулӗ.

