Чăваш Енри шкулсенчен вĕренсе тухакансен 80 проценчĕ хамăр республикăрах аслă пĕлÿ илес тĕллевлĕ.
Çапла хурав панă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев нумаях пулмасть ирттернĕ пресс-конференцире. Ыйтăва хус- катакансем шăпах çамрăксене хамăр регионтах професси илме илĕртмелли майсемпе кăсăкланнă.
Олег Николаев палăртнă тăрăх, 2020 çулта яш-кĕрĕмĕн 60-70 проценчĕ Питĕре, Мускава, Хусана талпăннă. Çакă малтанласа вĕсем Чăваш Енри аслă шкулсенче паракан пĕлÿ шайне тишкерменни.
Халĕ студентсене тĕрлĕ предприяти ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштараççĕ, малашнехи çул-йĕре палăртма, ĕç вырăнĕ тупма пулăшаççĕ.