Хальхи вăхăтра, пирĕн çĕршывра, 2026-мĕш çулта тирпей-илем кĕртмелли вырăнсене палăртас тĕллевпе онлайн сасăлав пырать. Канаш тăрăхĕнче пурăнакансем Уçырма ялĕнчи тата Канашри Ильич урамĕнче вырнаçнă хăтлăх кÿмелли лапамсен дизайн проекчĕсемшĕн сасăлаççĕ. Тĕплĕнрех округ пуçлăхĕн пресс-секретарĕ Ирина Константинова паллаштарать:
— Тирпей-илем кĕртмелли вырăнсем «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн ырă енне улшăнса пыраççĕ. Анчах та, строительсем çак пĕлтерĕшлĕ ĕçе пуçăниччен, вырăнта пурăнакансен хăйсен шухăш-кăмăлне маларах палăртмалла пулĕ. Çакна патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталне кĕрсе пурнăçлама пулать. Сасăлав валли тăратнă дизайн-проектсемпе унта ятарлă раздел паллаштарать. Асра тытма, çак пĕлтерĕшлĕ сасăлав çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕччен пырĕ. Сасăсене пуçтарассипе çавăн пекех волонтерсем те хастар ĕçлеççĕ. Вĕсене халăх йышлăн пулакан вырăнсенче асăрхама пулать. Канашсем Уçырма ялĕнчи спорт лапамĕпе сценăшăн хăйсен сассине хăварма пултараççĕ тата хулари Ильич урамĕнчи канупа уçăлса çÿремелли вырăнсен шăпине татса парĕç. Сасăлавра мала тухнă проектсене килес çул пурнăçа кĕртме тытăнĕç, çавăнпа та палăртнă вырăнта хăвăра килĕшекен объект ÿссе лартăр тесессĕн халĕ хастартарах пулмалла.