Пятница, 18 июля, 2025
Главная > Публикации > Укçине салтаксене пулăшма янă

Укçине салтаксене пулăшма янă


Çĕнтерÿ уявĕ тĕлне вăрçă ветеранĕсемпе инваличĕсем тата «вăрçă ачисем» пĕр хутчен паракан тÿлеве тивĕçнĕ. Çак йышра Сухайкасси салинче пурăнакан Николай Васильев та пур. Тĕллевлĕ укçапа «вăрçă ачи» мĕнле усă курни çинчен ялти вулавăшра ĕçлекен Инна Цурт каласа парать:
— Çĕнтерÿ уявĕ тĕлне, «вăрçă ачисем» кăçал, пилĕкшер пин тенкĕ укçана тивĕçрĕç. Николай Васильевич унпа хăйĕн чун-чĕри ыйтнă пек усă курас терĕ, патшалăх панă укçана йăлтах гуманитари пулăшăвĕ çине яма палăртрĕ. «Ырă ĕçсен фондчĕ» çак укçапа ятарлă çар операцине хутшăннă салтаксем валли кирлĕ хатĕр-сем туянассине пĕлтерчĕ. Нумаях пулмасть, фонд хастарĕсем, пирĕн ентеш патне туслă йышпа килсе тав сăмахĕ каларĕç. Ăна хăйсен аллипе çыхнă ăшă свитер парнелесе хă-варчĕç. Шкулта вĕсем çав кун ачасемпе тĕлпулу та ирттерчĕç. Салтаксем валли гуманитари пулăшăвĕ пуçтарса хатĕрлес ĕçре пысăк тÿпе хывнăшăн салари волонтерсене тав турĕç.
Хамăр инф.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *